Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Чăвашла Русский

Контакты

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Подробнее

23.02.2019 21:46
Определилась дата проведения IV Всечувашского кинофестиваля «Асам»

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче, ЧРКП пайташĕсем, Пĕтĕм чăвашсен IV «Асам» кинофестивальне ирттерес тĕллевпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма Наци вулавăшĕнче пуçтарăнчĕç.

Пĕтĕм чăвашсен IV «Асам» кинофестивальне, чÿк уйăхĕн 11-15-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕç. Иртнĕ кинофестивальри тĕрĕк фильмĕсен, киноафишăсен ятарлă конкурсĕсем кăçалхинче те пулĕç. Çĕнĕлĕхсенчен, I «Асам» киносценарисен питчингне иртересси.

Кинофестивалĕн йĕркелÿ комитечĕпе жÿри пайташĕсен йышне палăртма тепре пуçтарăнма калаçса татăлчĕç.

Пĕтĕм чăвашсен IV «Асам» кинофестивалĕн пуçаруçисем ытти çулхи пекех Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ, Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви.

Кинофестивалĕн йĕрки-куркипе каярахпа паллаштарăпăр.