Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Чăвашла Русский

Контакты

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Подробнее

18.04.2018 19:32

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ „Кино тата театр тусĕ“ клуб йĕркеленĕ. Ÿнерĕн çак тĕсĕсене кăмăллакансем уйăхне пĕрре пуçтарăнса çĕнĕ хайлавсене сÿтсе яваççĕ. Клубăн виççĕмĕш ларăвне йыхравлаканни Елена Рябцева çамрăк режиссер ÿкернĕ „Юман“ кĕске метрлă фильм пулчĕ.

Марина Карягина, Семен Антонов 
     
Çĕнĕ чăваш фильмне курма республикăри паллă режиссерсемпе артистсем, çыравçăсемпе журналистсем килнĕ. Хайлавпа Елена Рябцева, сценари авторĕ тата режиссерĕ, çулталăка яхăн ĕçленĕ, унта ÿкерĕннисенчен пĕри те хальччен картинăна курман-ха. 

Пухăва Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков уçрĕ. Елена Рябцева çак пĕрлĕхе икĕ çул каялла кĕнĕ, тÿрех Пĕтĕм чăвашсен „Асам“ фестивальне хăйĕн пирвайхи ĕçĕсене тăратса темиçе парне çĕнсе илнĕ. Сăмах май, çав фильмсемпе çамрăк режиссер тĕнче шайĕнчи конкурссене те хутшăннă. „Юмана“ вара экран çине тухичченех Раççей кинофестивалĕсем куç хывнă. 

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Елена режиссерпа продюсер профессине алла иличчен вырăс филологине вĕреннĕ. Тымарсем патне таврăнса тăван йăла-йĕркепе çыхăннă картина ÿкерес шухăш фильмăн тĕп геройĕ пекех халăх хушшинче сăмахлăх пуçтарса çÿренĕ чухне тĕвĕленнĕ. Ÿкермелли вырăна вăл ашшĕ çуралса ÿснĕ Муркаш тăрăхне суйласа илнĕ. Вун пилĕк минут хушшинче режиссер пĕр чăваш çемйин шăпи урлă халăхăн чун-чĕрипе сăн-сăпачĕн уйрăмлăхне кăтартаять. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче çанталăк сивĕ тăнă. Ятарласа çак вăхăтра Елена Мускавран пилĕк кунлăха фильм ÿкерме илсе килнĕ ушкăн сценарире çырнă пек садсем чечекленессе кĕтсе илеймен. „Кашни кун, çеçке çурччăр тесе, улмуççисене пыра-пыра ачашлаттăм – çурмарĕç, вара хурăнлăхра ÿкерме тиврĕ“, - асилет режиссер. Вероника Айхи артистшăн чăваш тумĕ тăхăнса, чăваш юрри юрласа ашшĕн, Геннадий Айхи поэтăн, тăван çĕршывĕнче ÿкерĕнесси – чăн-чăн телей-мĕн. „Пĕлетĕп, атте мĕн тери савăннă пулĕччĕ çакăншăн“, - терĕ Вероника куççульне шăлса. Фильма кĕвĕпе илемлетекенĕ  – поэтăн ывăлĕ, Алексей Айхи. 

Тĕллевлĕ ĕçлеме пĕлекен çамрăк режиссер, каларăмăр ĕнтĕ, хăй тавра чи пултаруллă йыш пухма пултарнă. Çавăнпа фильмра тумсенчен пуçласа Нина Яковлева пĕр сăмахсăр шăплăха чуна тивмелле тарăн пĕлтерĕш пама пултарни таранччен – чăн-чăн. Кимĕçĕ рольне вылякан Иосиф Дмитриев калашле – çынлăхлă. 

„Юмана“ çитес вăхăтра Шупашкарта иртекен кинофестивальте курма пулĕ. Малашне Елена Рябцева тулли метражлă илемлĕ фильмсем ÿкерме тĕллев лартать.

Источник новости: http://chgtrk.ru/news/19074